Шупашкар хули хитреленсе, капӑрланса пырать. Кӑҫал тата республикӑмӑр Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине кӗтсе илме хатӗрленет. Ҫавна кура та пулӗ Шупашкара чӑвашлӑх сӑнӗ кӑштах пулин те кӗртме тӑрӑшаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи Мускав ҫыранӗ хӗрринче чӑваш орнаменчӗсене вырнаҫтарнӑ. Тӗнче тетелӗнчи МИХсенчен пӗринче ҫавна хурласа ҫырнӑ.
Чӑваш орнаменчӗсене 5 таран вырнаҫтарнине палӑртнӑ унта. «Вӗсем пурте пӗрех, пӗри ҫеҫ кӑшт пӗчӗкрех курӑнать. Вӗсене пӗр тӗлте ҫавӑн чухлӗ мӗншӗн вырнаҫтарнине ӑнланмастӑп. Атӑл хӗрринчи килӗшӳллӗ-ха. Ҫуртсем умӗнчисем патне тӑрса кам сӑн ӳкерӗнӗ?» — тенӗ унта.
Лакрей паркне, «Дорисс» парка, Кадет паркне пӗрер орнамент вырнаҫтарсан килӗшӳллӗрех пулатчӗ тенӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «пуриншӗн те меллӗ халӑх ушкӑнне» суйлассине эпир пӗлтернӗччӗ. «Пуриншӗн те меллӗ» халӑх ушкӑнне халӑхпа палӑртассине вӑл, аса илтерер, ҫак уйӑхӑн 11-мӗшӗнче Инстаграмра пӗлтернӗччӗ.
Олег Николаевӑн пуринчен ытла сасӑ пухнӑ страници — Инстаграмра. Актуаллӑ хыпарсене вӑл ӳлӗмрен унта пичетлеме тытӑнӗ. Фейсбукшӑн 87 ҫын сасӑланӑ, «Контактра»-шӑн — 157, Инстаграмшӑн — 1089. Олег Николаев Инстаграмри страницӑна тата унта мӗн ҫырнине чи малтан пӑхма шантарнӑ.
Ыйтусене хускатакансем халех йышлӑ. Вӗсене сӗт хакӗ, ӑшӑ хӗл тӑнине пӑхмасӑрах хваттерсене ытла вӗри хутнӑран нумай тӳлеме тивни, аптекӑсенче медицина маскисем ҫукки пӑшӑрхантараҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакан арҫын палламан ҫынпа туслашса улталаннӑ. Ҫакӑн пирки вӑл пакунлисене чун уҫнӑ. 34 ҫулти арҫын спорт матчӗ пуҫланичченех 20 пин тенкӗ выляса янӑ.
Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Кӳкеҫ ҫынни палламан ҫынпа халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ҫыру ҫӳретме тытӑннӑ. Ҫӗнӗ тус хӑйӗнпе Питӗр ҫынни тесе паллаштарнӑ. Тӗнче тетелӗнчи юлташсем спорт ӑмӑртӑвӗсене кӑмӑллаҫҫӗ иккен. Тата вӗсен тепӗр пӗр пеклӗх те тупӑннӑ. Спорт матчӗсем пуҫланиччен ставкӑсем тума кӑмӑллаҫҫӗ.
Питӗрти тус Кӳкеҫ арҫыннине нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче укҫа хывма сӗннӗ. Ку килӗшнӗ. Спортӑн хӑш тӗсӗ пирки те, епле ӑмӑрту тесе те ыйтса тӑман. Укҫа куҫарсанах ҫӗнӗ тус ҫухалнӑ.
Виртуаллӑ тотализаторта улталаннӑ арҫын ҫӗнӗ тусне тупма пакунлисене ыйтнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «пуриншӗн те меллӗ халӑх ушкӑнне» палӑртасшӑн. Кун пирки вӑл паян Инстаграмра ҫырса хунӑ.
Олег Алексеевичӑн хальхи вӑхӑтра «Фейсбукра», «Контактра» тата «Инстаграмра» страницӑсем пур. Элтепер тивӗҫне пурнӑҫлама тытӑниччен вӑл «Контактра» тата «Фейcбукра» ҫеҫчӗ. «Инстаграмра» унӑн суя аккаунтне йӗркеленӗ хыҫҫӑн вӑл унта хӑйӗн официаллӑ страницине уҫрӗ.
Олег Николаев пуриншӗн те меллӗ халӑх ушкӑнне ҫынсене сасӑлаттарса татса парасшӑн. Сасӑлав шӑматкун вӗҫленӗ.
«Хамӑн страницӑсенче эпӗ ҫӗнӗлӗхсемпе, палнсемпе паллаштарнипе пӗрлех сирӗн ыйтӑвӑрсене шута илес тесе комментарисене те вулама тӑрӑшатӑп. Пурне те тытса пыма йывӑр. Пӗр ушкӑнри страницӑна тӗп туса хӑварасшӑн, ыттисенче тӗп страницӑри хыпарсене вырнаҫтарасшӑн», — тесе ҫырнӑ паян Олег Николаев «Инстаграмра».
Паян, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫынсен ыйтӑвӗсене «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче тӳрӗ эфирта хуравланӑ. Республикӑра пурӑнакансемпе ҫакӑн пек мелпе Олег Алексеевич паян пуҫласа калаҫу йӗркеленӗ.
Олег Николаев ҫынсен ыйтӑвӗсене пӗр сехет хушши уҫӑмлатнӑ. Ыйтусем уйрӑм ҫынсемпе те, влаҫ органӗсен ӗҫӗпе ҫыхӑннисем те пулнӑ. Йӑлари хытӑ каяш, наци чӗлхисем, регионта шалу пӗчӗк, Китай инвестицийӗсен ыйтӑвне те хускатнӑ.
«Тӳрӗ лини пирки» пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Унтанпа тӗнче тетелӗнчисем 1300-е яхӑн комментари хӑварнӑ.
Олег Николаев халӑх ушкӑнӗнче «тӳрӗ лини» йӗркелесе ҫынсен ыйтӑвӗсене малашне те хуравлама палӑртнине пӗлтернӗ.
«Вятка» ҫулӑн Кӳкеҫрен Ҫӗнӗ Шупашкара каякан пайӗ ванса пӗтнӗ. Кун пирки «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Кугеси/ Общественный совет пос. Кугеси» (чӑв. Кӳкеҫ/Халӑх канашӗ) ушкӑнра пӗлтернӗ.
«Автомашинӑна юратакан юлташсем, ҫулсем халӗ питӗ начар. Ҫӗнӗ Шупашкара «Вяткӑпа» кайнӑ чухне Ирбис заправка патӗнче асӑрханӑр. Ун патне ҫитиччен пысӑк кӳлленчӗк (ҫул варринче таран шӑтӑк) пур. Кайран кӗпер хыҫҫӑн каллех тарӑн шӑтӑк, ҫул варринче те ҫавӑн пек путӑк. Ҫӗнӗ Шупашкара кӗрес умӗн, «Ҫӗнӗ Шупашкар» текен паллӑ тӗлӗнчерехре, ҫулӑн сылтӑм тата варринчи пайӗнче тата тепӗр шӑтӑк», — асӑрхаттарнӑ Дмитрий Чекленеров ятлӑ ҫын.
Ку поста вуланисенчен пӗри Кӳкеҫри Совет урамне хурланӑ. Александр Анисимов ҫырнӑ тӑрӑх, район центрӗнчи ҫав ҫула юсанӑранпа ҫулталӑк ҫурӑ ҫеҫ, анчах асфальт ҫурхи шывпа юхать.
Google Translate сервиса ҫӗнӗ пилӗк чӗлхе хушнӑ. Вӗсен хушшинче тутар чӗлхи те пур. Ҫапла май вӗсен куҫару сервисӗ 108 чӗлхе пӗлме пуҫланӑ.
Тутар чӗлхисӗр пуҫне ҫӗннисен йышне руанда, ори (е оди), туркмен тата уйкур чӗлхисем кӗнӗ. Ixbt.com пӗлтернӗ тӑрӑх ку чӗлхесемпе пурӗ 75 млн ҫын калаҫать. Тутарпа уйкур тата руанда чӗлхисем валли Гугл ӑстисем виртуаллӑ клавиатура та ӑсталанӑ.
Сӑмах май, тутарларан куҫарма Яндекс.Тӑлмач 2015 ҫултах вӗренсе ҫитнӗ. 2018 ҫулта Швейцарире пурӑнакан тутарсемпе тӗл пулнӑ хыҫҫӑн Рустам Минниханов Тутарстанри ҫыхӑну министерствине тутар чӗлхине Google Translate куҫару сервисне хушма май тупма хушнӑччӗ, кун пирки хыпар тухнӑччӗ. Халь вара ку ӗҫ пурнӑҫланнӑ теме май пур.
Чӑваш чӗлхине тӗнче тетелӗн уҫлӑхне кӑларас тӗлӗшпе «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» ӗҫлет. Вӗсем тӑрӑшнипе нумай пулмасть Яндекс чӑвашларан куҫарма вӗренсе ҫитрӗ. «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» чӑваш чӗлхине Google сервисне те ҫитерес шухӑшлӑ — хальхи вӑхӑтра вӗсем чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрӗсене пухаҫҫӗ. Нумай пулмасть вӗсен йышӗ 300 пин урлӑ каҫрӗ.
Алексей Московскийӗн «Ялти пӗрремӗш каччӑ» юрӑн клипне — ӑна ку вӑхӑта ҫити темиҫе теҫетке пин хут пӑхма ӗлкӗрнӗ — мӗнле ӳкерни ҫинчен «ПроГород» кӑларӑм каласа панӑ. Клип хӑй те нумаях пулмасть ҫеҫ, нарӑсӑн 13-мӗшӗнче, Youtube-ра вырнаҫӑннӑ.
Александр Яшков блогер каласа панӑ тӑрӑх, хутшӑнакансенчен нумайӑшӗ, вӗсем хушшинче вырӑнти ҫынсем те, клипра тӳлевсӗр ӳкерӗннӗ. «Пурте тӳлевсӗр вылянӑ: трактористсем, ялти ҫынсем, чӑхсем те, хурсем те», — тенӗ Богатырь ятпа ытларах паллӑ блогер.
Клип ӑнӑҫлӑ пулса тухнин сӑлтавӗ пӗтӗм команда килӗшӳллӗ ӗҫленипе ҫыхӑннӑ. «Куракансем пирӗн ӗҫе хаклани, тав тунине илтни, ҫав шутра яланхи хейтерсенчен те, савӑнтарать», — хӑй шухӑшне пӗлтернӗ командӑри тепӗр ҫын Евгений Григорьев.
Инстаграмра Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевӑн суя страницине @oleg_nikolaev_chuvashia аккаунтпа йӗркеленӗ. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл аккаунта уҫма Олег Николаев та, унпа пӗрле ӗҫлекенсем те никама та ыйтман. Апла пулсан ҫав страницӑри хыпарсене тӗрӗс тесе йышӑнма тӑхтамалла.
Инстаграмра хӑйӗн ячӗпе страница йӗркеленине Олег Николаев ҫынсене тӗнче тетелӗнчи тӗрлӗ ушкӑнсенче хыпарсем кирлӗ евӗр йышӑннӑ. Ҫавна май Инстаграмра хӑйӗн страницине @oanikolaev1969 уҫнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра ӑна тӗрлӗ хыпарпа пуянлатма тытӑнӗҫ.
Хальлӗхе Олег Николаевӑн официаллӑ страницисем «Контактра» тата Фейсбукра пур. Вӗсенче ҫӗнӗ хыпарсемпе вӑл паллаштарсах тӑрать.
Чӑваш чӗлхине Яндекса.Тӑлмача кӗртес ӗҫ мӗнле пулса пыни пирки Яндекс Хабрхабр халӑх тетелӗнче каласа панӑ. Куҫару пахалӑхне хальхи шая ҫитерес тесе вӗсем пирӗн чӑваш чӗлхи лабораторийӗ тивӗҫтернӗ 250 пин чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрӗпе ҫеҫ усӑ курман, пахалӑха лайӑхлатас ӗҫре ытти чылай меслет те кирлӗ пулнӑ.
Чӑвашла-вырӑсла куҫару мӑшӑрӗ валли Яндекс нейротетел системи ҫинче тӗпленекен хӑйсен системипе усӑ курнӑ. Анчах даннӑйсен йышӗ пӗчӗк пулнине кура (лайӑх пахалӑх валли 1 миллиона яхӑн мӑшӑр кирлӗ) вӗсем ҫавӑн пекех пирӗн чӑваш чӗлхин тӑван ҫыхӑнӑвӗсемпе — азербайджан, пушкӑрт, тутар, казах, киргиз, турккӑ тата узбек чӗлхисенчи тӗслӗхсемпе — усӑ курнӑ. Ҫавӑн пекех каялла куҫармалли меслетпе те усӑ курнӑ: вырӑс тексчӗсен пысӑк та паха калӑпӑшне чӑвашла куҫарнӑ, ҫапла майпа вӗсем синтезлӑ мӑшӑрсем йӗркелеме пултарнӑ. Ҫав вӑхӑтрах ятарлӑ меслетпе усӑ курса вӗсем йӑнӑш куҫарнӑ даннӑйсен ытларах пайӗнчен хӑтӑлма май ҫитернӗ.
Чӑваш чӗлхи халӗ веб-версире те, ҫавӑн пекех мобильлӗ хатӗрсенче те пур. Пирӗн лаборатори 250 пин пуплевӗшсен мӑшӑрӗпе тивӗҫтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |